Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче пурӑнакан Людмила Егоровна Спиридоновӑна тахҫантанпах шыраҫҫӗ. Ӑна юлашки хутчен ял ҫывӑхӗнчи ЯХПК патӗнче 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче курнӑ. Унтанпа вӑл киле таврӑнман.
Людмила Егоровна 1952 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл 165 сантиметр ҫӳллӗш. Хӑй туллирех, ҫӳҫӗ шуралнӑ. Унӑн уйрӑмлӑх палли те пур: сӑмси ҫинче ҫӗвӗ йӗрри курӑнать.
Людмила Егоровна килтен тухса кайнӑ чухне тӗттӗм хура тӗслӗ куртка, хура тӗслӗ резин атӑ тӑхӑннӑ, сарӑ тутӑр ҫыхнӑ пулнӑ.
Людмила Спиридоновӑна куракансене ШӖМе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 (83548) 2-11-15.
Тӑвай районӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫынна ҫын вӗлернӗшӗн 2,6 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Инкекӗ 2014 ҫултах, ҫурла уйӑхӗнче, пулнӑ. «ВАЗ 21093» рулӗ умне ӳсӗр пуҫпа ларнӑ ҫамрӑк арҫын «Hyundai Solaris» маркӑллӑ машинӑпа ҫапӑннӑ. Хирӗҫ килекен ҫул ҫине кӗрсе кайнӑ ӳсӗр водитель Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне шар кӑтартнӑ: йывӑр сурана пула вӑл пульницӑра куҫ хупнӑ.
Ӳсӗр пуҫпа машина тытса пыраканскер те самай аманнӑ. Икӗ ҫул сипленнӗ вӑл. Айӑпне йышӑнасшӑн пулман, инкек пирки каласа кӑтартма килӗшмен. Анчах та кӗнтелемсем те, экспертиза та ӳсӗр водитель айӑплине ҫирӗплетнӗ.
Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе Вӑрмар район судӗнче пӑхса тухнӑ. Айӑплӑ водителе 2,6 ҫуллӑха ирӗксӗр хӑварма йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха.
Республикӑра «Чӑваш Енри ялсене аталантарасси» программа ӗҫлет. Унта хутшӑнмашкӑн тӑратнӑ виҫӗ заявка суйлав витӗр тухнӑ ӗнтӗ.
Унпа килӗшӳллӗн, Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ялӗнче культура ҫурчӗ хӑпартӗҫ. Вӑл 150 ҫын вырнаҫмалӑх пулӗ.
Тӑвай район администрацийӗ «Чутейре 106 вырӑнлӑх культура ҫуртне тӑвасси» проектпа ҫӗнтернӗ.
Канаш районӗн администрацийӗ те суйлав витӗр тухнӑ. Ӑвӑспӳрт Кипеч ялӗ те культура ҫурчӗ пулӗ. Ӑна шкул мастерскойӗнчен тӑвӗҫ.
Кӑҫал республикӑна шкул ачисене илсе ҫӳремелли 16 ҫӗнӗ автобус килнӗ. Пӗтӗмӗшле хакӗ — 32,4 миллион тенкӗ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, муниципалитетсене 17 ҫын вырнаҫакан — 7 автобус, 23 ҫын кӗрекен — 5 автобус, 20 ҫын лармалӑх 4 автобус парӗҫ. Вӗсем 2007 ҫулта кӑларнӑ транспорта улӑштарӗҫ. Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫӗнӗ маршрут уҫӗҫ.
Автобуссене Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсене, Ҫӗмӗрле хулине парӗҫ.
Валерий Самойлов-Раштавӑн «Телей кайӑкӗ» юрӑсен кӗнеки Тӑвай районӗнчи виҫӗ вулавӑша ҫитнӗ. Сарӑмсӑрлӑха пула ҫамрӑклах ҫурӑм шӑммине амантнӑ хыҫҫӑн вырӑнпах выртакан ҫак поэт чун киленӗҫне сӑвӑ ҫырнинче тупнӑ. Хӑй вӑл Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫуртӗнче пурӑнать. Унӑн сӑмахӗсемпе кӗвӗленӗ юрӑсене паян Фарида, Алексей Московский, Андрей Думилин, Полина Борисова, Сергей Павлов тата ыттисем шӑрантараҫҫӗ.
Юрра хывӑннӑ сӑвӑсен пуххине пӗлтӗр кун ҫути кӑтартнӑ. Валерий Раштавӑн кӗнекине Тӑвай тӑрӑхӗнчи вулавӑша кам парнеленине е туянса панине райадминистраци сайтӗнчи кӗске хыпарта асӑнман.
Сӑмах май, кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче поэта Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, унчченхи пухура чӑваш парламентне ертсе пынӑ Юрий Попов тата Фарида юрӑҫ ноутбук парнеленӗччӗ.
Тӑвай районӗнчи Тӗмер шкулӗнче 8—9 класра вӗренекенсене паллӑ чӑваш патшалӑх политикӗн, журналисчӗн Даниил Эльменӗн (1885—1932 ҫҫ.) биографийӗпе паллаштарнӑ. Ку яваплӑха хай ҫине илни — чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Светлана Шашкова.
Д.С. Эльмень Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче К.В. Ивановпа пӗрле вӗреннӗ, каярах унта ӗҫленӗ. Эльмень — паллӑ политик, вӑл Чӑваш автономи облаҫӗнчен ЧАССР йӗркелессипе ҫине тӑнӑ, вӗрентӳ ӗҫне тата культурӑна аталантарас тесе нумай тӑрӑшнӑ.
Унсӑр пуҫне вӑл — журналист тата куҫаруҫӑ. Унӑн фельетонӗсемпе калавӗсем, сӑввисем («Хурӑн», «Хресчен телейӗ», «Хуйхӑ», «Вӑрманта», «Ҫуркунне», «Атӑл мыскари», «Пирӗн савӑт питӗ савӑк», «Пӗлӗт ҫинчи штатсене чакарни») «Канаш», «Хресчен сасси», «Шурӑмпуҫ», «Пирӗн юлташ» хаҫатсемпе журналсенче пичетленнӗ. Даниил Семенович «Хӗрлӗ сӑнӑ» тата «Лӑпсӑркка» псевдонимсемпе ытларах усӑ курнӑ.
Шупашкарти «Акконд» кондитер хапрӑкӗ Тӑвай районӗнче ял хуҫалӑхне ҫирӗп аталантарать. «Акконд Молоко» (чӑв. Акконд сӗт) ят панӑ хӑйӗн предприятине кӑҫал кӑна 50 миллион тенкӗ ытла укҫа хывнӑ. Ӗнер предприяти 250 пуҫ пӑрулӑх ҫӗнӗ вите уҫнӑ.
Тӑвай район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал предприяти пӑру вити иккӗ тунӑ, тырӑ хранилищи, утӑ хранилищи хута янӑ, ӗне сумалли зала юсаса ҫӗнетнӗ, сӗт цехне анлӑлатнӑ.
«Акконд Молоко» продукцие тӗрлӗ хутаҫпа кӑларать, ҫав шутра — кӑкшӑм евӗрлине те. Ҫимӗҫ предприятин лавккисене кӑна мар, ытти суту-илӳ точкисем тӑрӑх та саланать.
Ҫӗнӗ пӑру вити уҫнине кура сӗт туса илессин калӑпӑшӗ предприятире малашне те ӳсессе шанаҫҫӗ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма тӗрлӗ тӳре-шара, ҫав шутра Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке, хутшӑннӑ.
Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрвашри историпе мемориал музейӗнче Чӑваш АССР халӑх художникӗ, К.В. Иванов премийӗн лауреачӗ Павел Григорьев-Савушкин тата Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Августа Спиридонова ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа курав уҫнӑ.
Унта тӑратнӑ 22 ӗҫпе ачасене музей заведующийӗ Владимир Петров паллаштарнӑ. Вырӑнти, Енӗш Нӑрвашри, вӑтам шкулта сӑнарлӑ ӳнере вӗрентекен Олег Ярмулин художниксен ӗҫӗ-хӗлӗнчи хӑш-пӗр вӑрттӑнлӑха уҫса панӑ май ҫавӑн ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Музейри экспонатсемпе паллашма пынисем Павел Григорьев-Савушкин тата Августа Спиридонова пурнӑҫӗпе пултарулӑхне уҫса паракан сӑнӳкерчӗксемпе те, вӗсене тӗрлӗ ҫулта тивӗҫнӗ наградӑсемпе те кӑсӑклансах паллашнӑ.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Кино фончӗ республикӑри хӑш-пӗр районсене укҫа-тенкӗ уйӑрса панӑ.
Хальхинче конкурсра Ҫӗнӗ Шупашкар хули, Патӑрьел, Куславкка, Етӗрне, Тӑвай районӗсем ҫӗнтернӗ. Вӗсене 5 миллион тенкӗшер каялла тавӑрса памалла мар валеҫнӗ.
Ку укҫапа районсем хальхи йышши кинозалсем хута ярӗҫ. Анчах укҫана пӗр япалана шута илсе панӑ: кинозалсенче кӑтартакан фильмсен 50 проценчӗ Раҫҫейре ӳкернисем пулмалла.
Сӑмах май, унччен Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ хулисене, Сӗнтӗрвӑрри тата Вӑрнар районӗсене лекнӗ. Республикӑра ку тӗллевпе пӗтӗмпе 60 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Виҫӗмкун Канаш хулинче пӗр пуҫлӑха темиҫе пуҫлӑх саламланӑ. Ҫав кун унта Раҫҫей Федерацийӗн Налук службин районсем хушшинчи 4-мӗш инспекцийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗ ӗҫе кӳлӗннӗ.
Налукҫӑсен ертӳҫине коллективпа кӑна мар, асӑннӑ ведомство налук пухакан территорисенчи муниципалитетсен: Канаш хулин (администраци ертӳҫи — Владислав Софронов), Канаш районӗн (ертӳҫи — Владимир Степанов), Тӑвай районӗн (ертӳҫи — Владимир Ванерке) пуҫлӑхӗсемпе те паллаштарнӑ.
Районсем хушшинчи 4-мӗш инспекцие Надежда Поликарпова ертсе пыма тытӑннӑ. Ҫӗнӗ ӗҫ коллективӗнчи пӗрремӗш ӗҫ кунӗпе ӑна ФНСӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Марина Петрова та саламланӑ. Тӳре-шара Канаш тӑрӑхӗнчи тӗп налукҫӑна чечек ҫыххи тыттарнӑ, ӑшӑ сӑмахсем каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |